Росстат патшалӑх граждан тата муниципалитет служащийӗсем вӑтамран мӗн чухлӗ укҫа илнин федераци сӑнавӗн пӗтӗмлетӗвне тунӑ.
Экспертсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри чиновнисем уйӑхне вӑтамран 22251 тенкӗ илеҫҫӗ. Атӑлҫи федераци округӗнче Мӑкшӑ тата Мари республикисенче ҫеҫ ку кӑтарту Чӑваш Енрен пӗчӗкрех.
Пермь крайӗнче чиновниксем чи пысӑк шалу илеҫҫӗ — 29936 тенкӗ. Чулхула облаҫӗнче — 28638 тенкӗ, Самар тӑрӑхӗнче — 28055 тенкӗ.
Чӑваш Енре тата Атӑлҫи федераци округӗнче вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсем сахал укҫа илеҫҫӗ. Вӗсен шалӑвӗ — 23567 тенкӗ. Самар тата Чулхула облаҫӗсенче вара нумайрах укҫа илеҫҫӗ — 31908 тата 31602 тенкӗ.
Чӑваш Енри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ӗҫченӗсем те, уйӑхне 31207 тенкӗ илекенскерсем, аутсайдерсен йышӗнче. Ӗҫ тӑвакан влаҫӑн федераци органӗсен служащийӗсен ӗҫ укҫи — 25027 тенкӗ. Мӑкшӑ тата Мари республикисенче тата сахалрах илеҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗпе танлаштарсан ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш Енре ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳснӗ. Ҫак енӗпе пӗтӗмӗшле ҫак цифра 19,6 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ку вӑл унчченхи уйӑхринчен 12,1 миллион тенкӗ пысӑкрах. Сӑмах май каласан, кунта пӗчӗк усламҫӑсем патӗнче ӗҫлекенсене кӗртмен.
Ӗҫ укҫипе парӑм предприятисен хӑйсен «кӗмӗлӗ» ҫуккипе пухӑннӑ имӗш. Конкурс производстви пуҫарса янӑ предприятисен, ав, тӗслӗхрен, 7,9 миллион тенкӗ илмелли пур-мӗн.
Парӑмлисенчен ҫурри ытла — тирпейлекен организацисем, 28,8 проценчӗ — строительство предприятийӗсем.
Ӗҫ укҫипе парӑм ҫук районсемпе хуласен хисепне шутланӑ та ун пеккисем 19 районпа 3 хула иккен. Уйрӑмах парӑмли — Шупашкар хули. Унти предприятисен ӗҫ укҫи парӑмӗ 12,5 миллион тенкӗпе танлашать. Ҫӗнӗ Шупашкартисене 5,6 миллион тенкӗ тивет.
HeadHunter тӗпчев служби ыйтӑм ирттернӗ те Шупашкарти студентсенчен 76 проценчӗ урӑх ҫӗре тухса кайма ӗмӗтленнине пӗлтернӗ иккен. Уйрӑмах гуманитарисемпе маркетологсем тухса вӗҫтерме хатӗр. Тухтӑрсемпе вӗрентекен дипломне алла илекенсенчен ытларахӑшӗ кунтах юлма хирӗҫ маррине пӗлтернӗ.
Чикӗ леш енче ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленекенсене илсен, вӗсем ӗҫ укҫи нумайрах тӳлессе шанаҫҫӗ иккен. Тата пурнӑҫ пахалӑхӗ пысӑкрах тесе шухӑшлани те вӗсене илӗртет иккен. Студентсенчен 30 проценчӗ чылай вӑхӑтлӑха чикӗ леш енче юлма хирӗҫ мар иккен, тепӗр ҫавӑн чухлех ҫамрӑк 5 ҫултан сахалтарах вӑхӑтлӑха кайма хирӗҫ мар.
Ют ҫӗршыва тухса каяс ӗмӗтпе пурӑнакансенчен 46 проценчӗ Европа пирки ӗмӗтленет иккен. Ыйтӑма 1217 студент хутшӑннӑ.
Ҫемье арканнин сӑлтавӗнче мӑшӑрсенчен пӗри аякра ӗҫлесе ҫӳрени те пуррине маларах эпир хыпарланӑччӗ. Халӗ каллех ӗҫлесе ҫӳрекенсем пирки. Мускавра чӑвашсем уйӑхра 8 пин тенкӗ тӳленишӗн те хуралҫӑра ӗҫлеме хатӗр иккен. Кун пирки «Коммерсантъ-Власть» журнал пӗлтерни тӑрӑх «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хыпарлать.
Материалта Мускавра ӗҫлекен хуралҫӑсен тата хӑна ҫурчӗсене тирпейлекенсен йывӑр пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ иккен. Унта Мӑкшӑ республикинче ҫуралнӑ 38-ти арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, тӗп хулара хайхисен кӳрентернипе вӗҫӗмех тӗл пулма тивет иккен.
Чӑваш Ене Мӑкшӑ тата Тыва республикисемпе танлаштарнӑ май ҫӗршывӑн тӗп хулине ҫынсем чухӑнлӑха пула каяҫҫӗ тесе ҫырнӑ. Мускаври хуралҫӑсенчен пӗри, хӑйне унта пурӑнакан ҫын тесе паллаштарнӑ ҫын, хуралҫӑ ӗҫӗн сумӗ аякрисем килсе кӗнӗ хыҫҫӑн чакнине пӗлтернӗ иккен. Ҫав ҫын чӑвашсем кунне 800 тенкӗшӗн те ӗҫлеме килӗшнине палӑртнӑ имӗш. 10 смена ӗҫлесен 8 пин тенкӗ пухӑнать. Хӑйне Мускав ҫынни тесе паллаштарнӑ этем хуралҫӑсене маларах хӑйсене кӳрентерсен те сӑмах чӗнмесӗр ирттерме вӗрентнине пӗлтернӗ, ялтан килнӗ ҫынсем ун пек тума пӗлменнине кура хирӗҫтӑрусем сиксе тухаҫҫӗ имӗш.
Ҫурлан 13-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пурӑнмалли чи пӗчӗк укҫа виҫине палӑртнӑ.
ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта республикӑри пурӑнмалли чи пӗчӗк укҫа виҫи 6968 тенкӗпе танлашнӑ. Пӗрремӗш кварталпа танлаштарсан, виҫе 496 тенкӗ ӳснӗ.
Социалла демографи ушкӑнӗпе илес тӗк, пурӑнмалли чи пӗчӗк укҫа виҫи кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта ӗҫлеме пултаракан ҫынсемшӗн 7402 тенкӗпе (7,8% е 536 тенкӗ ӳснӗ) танлашнӑ, пенсионерсем валли — 5689 тенкӗ (7,5% е 398 тенкӗ ӳснӗ), ачасем валли — 6980 тенкӗ (7,2% е 471 тенкӗ ӳснӗ).
Мӗн тӑвӑн — кам епле пултарать, ҫавӑн пек ӗҫлесе пурӑнать. Пирӗн чӑвашсем тӗнче касса ҫӳренӗ вӑхӑтра хамӑр тӑрӑхра ют енчен килнисем тар тӑкаҫҫӗ. Тем тӑвакан та пур вӗсем хушшинче: хӑйсен ӗҫне (чылай чухне — апатлану предприятийӗсене) уҫакан та, стройкӑра тар тӑкакан та.
РФ Миграци службин республикӑри управленийӗ Канаш хулинчи мигрантсем ӑҫтан килнине тата вӗсем ӑҫта тар тӑкнине тишкернӗ те республика территорийӗнче тӑрӑшкан мигрантсем евӗрех канашрисем те ытларахӑшӗ квалификациллӗ мар ӗҫре тӑрӑшнине пӗтӗмлетнӗ. Ютран килнисенчен самайӑшӗ, миграци службин шучӗпе, вырӑнти халӑх пӗчӗк ӗҫ укҫи, йывӑр тесе ӗҫлеме килӗшмен вырӑнсенче тӑрӑшаҫҫӗ. Канаша илсен, вӑл хулари мигрантсен шутӗнче ытларах — Таджикистан тата Узбекистан ҫыннисем. Ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫ явӑҫтаракан предприятисен шутӗнче «Промтрактор-Вагон», «Скала», «БТ», «КЗЭП» обществӑсене асӑннӑ.
Сӑмахӗ кирпӗч хуракан ӑстасем пирки пырать. Кунта уйӑхсерен 30–40 пин тенкӗ ӗҫлесе илсен те вӗсем Мускава тата Мускав облаҫне ӗҫлеме тухса кайни пирки Чӑваш Енӗн строительство министрӗ Олег Марков Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев иртнӗ эрнере правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Республикӑн ҫурт тӑвӑм комплексӗн ҫур ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗ май вӑл Чӑваш Енре асӑннӑ тапхӑрта 16,3 миллиард тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланине палӑртнӑ. Танлаштаруллӑ хаксемпе илсен, ку вӑл пӗлтӗрхи ҫурҫулхинчен 12 процент нумайрах иккен.
Ҫичӗ уйӑхра (ҫапла-ҫапла, республикӑри влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫавӑн пек цифрӑсене пӗлтернӗ) 316 пин тӑваткал метртан кая мар ҫурт-йӗр тума палӑртнӑ. Ҫав калӑпӑша ҫитни пӗлтӗрхи ҫичӗ уйӑхринчен 10 процент ирттерни пулӗччӗ.
Строительство комплексӗнчи тӗп ыйту — кирпӗч хуракансемпе штукатур-малярсем ҫитменни. Ку специалистсем ҫулла Мускавра тата Мускав облаҫӗнче тар тӑкма кӑмӑлларах параҫҫӗ-мӗн. Министр ӗнентернӗ тӑрӑх, кирпӗч хуракансен шалӑвӗ Чӑваш Енре уйӑхсерен 30–40 пине ларать, штукатур-малярсен — 20–25 пине.
Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта Чӑваш Енри вӑтам ӗҫ укҫи 19,1 пин тенке ҫитнӗ. Пӗлтӗрхи кӑрлач–пуш уйӑхӗсенчипе танлаштарсан шалу 10,4 процент ӳснӗ. Цифрӑсене Чӑвашстат пӗлтернӗ.
Чи нумай ӗҫлесе илекенсем ӑслӑлӑхпа укҫа-тенкӗ сферисенче тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсенче шалу 41,7 тата 32,2 пиншер тенке ларнӑ. Социаллӑ страхованире те аван укҫа тума пулать — уйӑхри вӑтам шалу 29 пине ларнӑ. Чи пӗчӗк ӗҫ укҫи — пир-авӑр тата ҫӗвӗ производствинче: унта уйӑхне — 9,8 пин. Хам енчен калас тӑк, юлашкинчен каланине ӗненесех килмест. Ара, паллакан ҫӗвӗҫсем укҫа аван, страхованиринчен кая мар, илнине пӗлтереҫҫӗ. Тен, шалӑвӑн пӗр пайне вӗсене «конвертра» тӳлеҫҫӗ пулинех.
Официаллӑ ҫӑлкуҫ пӗлтерни тӑрӑх, тупӑш пулӑ тытассин тата пулӑ ӗрчетессин сферинче уйрӑмах ӳснӗ. Унта вӑй хуракансем пӗлтӗрхи пӗрремӗш кварталтинчен кӑҫал 58 процент ытларах илеҫҫӗ иккен. Тимӗр-тӑмӑр туса илекенсен ӗҫ укҫийӗ вара 2,7 прцент чакнӑ.
Шупашкар районӗнчи Ишлей тӑрӑхӗнчи Ишлей ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекен 27 ҫын — вӑл шутра культура ӗҫченӗсем 24-ӑн — виҫӗ уйӑх шалусӑр ларать иккен.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Яков Кушев: «Акӑ тепӗр ҫын ӗҫрен каясшӑн. Кампа ӗҫлемелле малашне?» — тесе пуҫ ватать тесе пӗлтерет «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат. Шалусӑр ларнине пула кӑҫал ял тӑрӑх администрацийӗн икӗ ӗҫченӗ кунтан тухса кайнӑ та-мӗн.
«Ишлей ял тӑрӑх администрацийӗн финанс ӗҫӗ-хӗлне Шупашкар районӗн централизациленӗ бухгалтерийӗ йӗркелесе пырать. Пӗлтӗр авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче район администрацийӗн финанс пайне ЧР Арбитраж сучӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртмелли документ ҫитнӗ. Ишлейсем Газпромӑн Шупашкарти, районсен хушшинчи пысӑк организаци умӗнче парӑма, пурӗ 3 миллион та 600 пине яхӑн тенкӗ, кӗнӗ. Ӑна ял тӑрӑх администрацине 3 уйӑхра тӳлесе татма ыйтнӑ. Кун пек суммӑна яваплисем палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне тупса парайман, ҫавӑн пекех шута хупма чаракан нимӗнле документ та тӑратман. РФ Бюджет кодексӗн 242.5 статйин 7-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн финанс пайӗ Ишлей ял тӑрӑх администрацийӗн шучӗ ҫине куҫакан укҫа-тенке тӑкакламалла мар тунӑ.
Кремль сайтӗнче паян Владимир Путинӑн Хушӑвӗ пичетленнӗ — ун тӑрӑх вӑл хӑйӗн тата РФ премьер-министрӗн Дмитрий Медведьевӑн ӗҫ укҫине 2 хут ытла — 2,65 хут таран — ӳстернӗ.
«Ведомости» хаҫат тӗпченӗ тӑрӑх уйӑхсерен Дмитрий Медведьевӑн 215 пин тухса пынӑ, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн — 280 пин (малашне 742 пин пулӗ?). Пӗлтӗр депутатсен ӗҫ укҫине хӑпартнӑ хыҫҫӑн Тӗп ертӳҫӗсен уйӑхри ӗҫ укҫин виҫи пӗчӗкрех пулса юлнӑ. Аса илтеретпӗр, авӑн уйӑхӗнче депутатсемпе министрсен ӗҫ укҫине ӳстернӗ хыҫҫӑн хӑшӗ-пӗри 420 пин патнелле илме пуҫланӑ. Паянхи Хушусем вара ҫак танмарлӑха — министрсемпе депутатсем Президентран ытларах илнине — пӗтерӗҫ пулмалла.
Ахаль халӑх пирки калас пулсан, нумай пулмасть ватлӑхпа паракан пенсие те хӑпартнӑ. Сӑмахран, Чӑваш Енри ватӑсен пенсийӗ нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑтамран 615 тенкӗ хӑпарнӑ. Вӑтам пенси виҫи пирӗн тӑрӑхра — 10,2 пин тенкӗ. Ака уйӑхӗн 1-мӗш кунӗнче тата 1,017 хут хӑпартнӑ — ку вӑл хушма 150–200 тенкӗ. Ватӑсен пенсине Путинӑн пек ӳстерес пулсан вӑтам пенси виҫи пирӗн тӑрӑхра 27 пинрен те иртнӗ пулӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |